Ӑна тӗрмене хупма приговор йышӑннӑ.
2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче арҫын икӗ ҫамрӑк ачана наркотик илсе унпа пӗрле тутанса пӑхма сӗннӗ. Ҫул ҫитмен ачасем килӗшнĕ. Пӗрле усӑ курнӑ хыҫҫӑн вӗсене право хуралҫисем тытса чарнӑ.
Регион прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Нефтекамск хулин сучĕ арҫынна ҫирӗп режимлӑ колонине виҫӗ ҫул та тӑватӑ уйӑха лартма йышӑннӑ.
Наркотиксене законсӑр туяннӑшӑн тата упраса усранӑшӑн ҫак ҫамрӑксенчен пӗрне маларах суд айӑпланӑ пулнă, ӑна патшалӑх тупӑшӗшӗн 5 процент ӗҫлесе илессине, пӗр ҫул та ултӑ уйӑха юсав ӗҫӗсене явăçтарма приговор йышӑннӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-09-26/v-bashkirii-vynesen-prigovor-neftekamtsu-kotoryy-pytalsya-podsadit-na-narkotiki-dvuh-podrostkov-3454808