Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
16 Октябрӗн 2023, 15:30

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна

Наркотиксене - çук!

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна
Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна

Çирĕклĕ клубӗнче "Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна" усӑллӑ информаци сехечӗ ирттернӗ. Мероприяти тӗллевӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси, наркотиксемпе усӑ курнин сиенĕсемпе паллаштарасси, наркотик хатӗрӗсене тутанса пăхнипе ҫыхӑннӑ япӑх хутшӑнусене йӗркелесси пулса тӑнă. Ачасен умне электронлӑ презентаци тӑратнӑ, ҫав презентаци пулӑшнипе вӗсем сывлӑхшӑн усӑллӑ тата сиенлӗ хӑнӑхусем ҫинчен, наркоманипе токсикомани йышши усал йӑласем ҫинчен аса илнӗ. Ҫамрӑксем калаҫӑва активлӑ хутшӑннӑ, ҫын сывлӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнине сиенлӗ йӑласем сиенлӗ витӗм кӳни, хальхи ҫыннӑн сывлӑхне упраса хӑвармалли ҫинчен пурнӑҫри тӗслӗхсене илсе кӑтартнӑ. Клуб сотрудникӗсемпе пӗрле вӗсем наркомани ҫинчен хӑш-пӗр мифсене "сапаланӑ", пурте пӗр шухӑшлӑ пулса сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен каланӑ. Мероприятие хутшӑнакансем пурте "21-мĕш ӗмӗрти çамрӑксем наркотиксене хирӗҫ!" информаци буклечӗсене илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

 

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна
Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна
Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: