Уфари Калинин район прокуратури вырӑнти икӗ ҫын наркотик туса илессипе тата сутассипе аппаланнӑ пирки уголовнӑй ӗҫ пирки айӑпламалли заключени ҫирӗплетнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи апрель уйӑхӗнче хӑйӗн уйрӑм ҫуртӗнче уголовлă ӗҫ фигуранчĕсенчен пӗри нарколаборатори уҫнӑ. Унтан юлташне илӗртнӗ те, вӗсем иккӗшӗ амфетамин законсӑр тунӑ. Хатӗр продукцие хастар хула ҫынни кайран республика территорийӗнче сарас тесе унтах усранӑ.
Ухтарнӑ чухне усăланма юраман япаласене, вӗсен прекурсорӗсене, ҫавӑн пекех производствӑна кирлӗ оборудованисене тупнӑ, туртса илнӗ. Унсӑр пуҫне уголовнӑй ӗҫ фигуранчӗсене синтетика наркотикӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ пакета законсӑр туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.
https://www.bashinform.ru/news/law/2023-12-27/dvoe-zhiteley-ufy-organizovali-narkolaboratoriyu-3584751