Пушкӑртстанӑн аслӑ сучӗ Уфа ҫынни тӗлӗшпе "наркотикла япаласене саккунсӑр туни" тата "саккунсӑр туянни, турттарни тата упрани" статьясемпе уголовлӑ ӗҫ пирки приговор йышӑннӑ. ПР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче наркотиксен саккунсӑр производствине йӗркелеме арҫын нарколаборатори йӗркеленӗ. Ҫакӑн валли вӑл Уфа районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче ҫурт туяннӑ, интернет урлӑ кирлӗ оборудованисемпе прекурсорсем туяннӑ. Саккунсӑр тунӑ наркотика вӑл килте усранӑ.
Право сыхлав органӗсен сотрудникӗсем законсăр ĕçе чарнӑ. Ухтарнӑ чухне вӗсем 20 кг ытла массӑпа прекурсорсем, 1 кг ытла массӑпа наркотик хатӗрӗсем, ҫавӑн пекех реагентсемпе оборудованисене тупнӑ тата туртса илнӗ.
Айӑплине суд 16 ҫул тăршшĕ ҫирӗп режимлӑ колоние лартма айӑплав йышăннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.