Хальхи ҫамрӑксене сиенлӗ йӑласемпе туртӑмсем япӑх витӗм кӳни ҫинчен ытларах та ытларах ыйту тухса тӑрать. Спирт шĕвекĕсем ӗҫни табак изделийӗсем час-часах ҫамрӑк ҫынсен уйрӑлми вӑхӑчӗ пулса тӑраҫҫӗ. "Наркотикпа эрех-сӑра - хуллен вилни" Кистенлĕри ял Культура ҫурчӗн ӑс-хакӑл программинче ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗрки усӑллӑ пулни, спортпа туслашни, сывӑ апатлану усӑллӑ пулни тата алкоголь, табак, наркотик сиенлĕ пулни ҫинчен калакан информаципе паллаштарнă. Информацие ҫирӗплетме ачасем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă. "Тусу инкекре пулсан" ыйтăва сӳтсе явнă. Хутшӑнакансене информаци брошюрисем панă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291