Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ

  Ларӑва район администраци пуҫлӑхӗ, наркотиксене хирĕç комиссийӗн председателӗ Артур Зарипов ертсе пычĕ.

Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ
Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ
 
Ларӑва район администраци пуҫлӑхӗ, наркотиксене хирĕç комиссийӗн председателӗ Артур Зарипов ертсе пычĕ. Наркоситуаци мониторингӗн результачӗсем ҫинчен пĕрремĕш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫей МВД Пишпÿлек районӗнчи пайӗн начальникӗн заместителӗ, полици начальникӗ Алмаз Ахмадуллин сӑмах тухса каларĕ. Наркотик лару-тăрăвĕн хаклав критерийӗсемпе килӗшӳллӗн районта пӗтӗмӗшле "нейтральнӑй" пек характерлӑ пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Алмаз Сагдуллович информацийӗ тӑрӑх, паян наркотиклă япаласен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗнче контакт схемисемпе усӑ курмалли практика ытларах, анчах интернет сечӗпе усӑ курмалли контактсӑр схемӑсем те пур.
Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, комисси председателӗ наркотик тытăнса тăракан хатӗрсемпе психоактивлӑ япаласен сарас тата усӑ курас мар тесе тунӑ ӗҫ активлӑ пулнине палӑртнă. Артур Мухлисович комисси членӗсене паян тӗп задача - ҫул ҫитмен ачасен пушă вăхăтне мĕнпе те пулин тултармалла, уйрӑмах ҫуллахи тата каникул вӑхӑтӗнче.
Кун йӗркинчи ыйтусене сӳтсе явнӑ хушӑра ларӑва хутшӑнакансем темиҫе сӗнӳ тухса каланӑ. Ведомствосем хушшинчи комиссин решенийӗпе хушусем панӑ тата вӗсене пурнӑҫламалли сроксене палӑртнӑ.
Альбина ХАРРАСОВА,
районти наркотиксене хирĕç комиссийӗн секретарӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ
Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ
Наркотиксене хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: