Ӑна право хуралçисен аллине панӑ.
Нефтекамскри Ротково микрорайонӗ патӗнчи садсенче право сыхлав органӗсен сотрудникӗсем УАЗ автомобиле асӑрханӑ, водителӗ хӑйне мӗнле тыткалани вӗсене иккӗлентернӗ. Пермь крайӗнче пурӑнакан 33 ҫулти ҫынна пӑхса тухнӑ хушӑра полицейскисем темиҫе пакет тупнӑ (каярахпа экспертиза кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем наркотик пулнӑ). Тытса чарнӑ ҫыннӑн телефонӗнче вӑрттӑн вырăнсен координачӗсене ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем пулнă – арҫын садри кооператив территорийӗнче наркотик хывма та ӗлкӗрнӗ. Полици сотрудникӗсем пӗтӗмпе синтетика наркотикӗн 19 пакетне туртса илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра тытса чарнӑ ҫын тĕлĕшпе уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ, ӑна право хуралçисен аллине панӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-01-10/v-bashkirii-zaderzhali-narkosbytchika-iz-permskogo-kraya-4079001