Усак-Кичури вăтам шкулта ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист "Сывӑ пурнӑҫ йӗрки - ҫитӗнӳ никӗсӗ" ҫамрӑксемпе наркомани профилактики енӗпе ӑс-хакӑл вӑййи ирттернӗ.
Вӑйӑ тӗллевӗсем:
сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлани; табак туртассине, ӗҫессине, наркомание хирĕç профилактика тӑвасси; туртакан ачасемшӗн кайранхи ӗҫсемшĕн шухӑша кайма май туса парасси; сиенлӗ йӑласене лайӑх ӑнланса ҫитеймен ҫамрӑксен аталанӑвӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлани; хӑйӗн сывлӑхне упраса хӑварассишӗн харпӑр хӑй яваплӑхне ӳстерни; хӑй ҫине витӗм кӳмелли меслет пек.
Ача-пӑча пӗлӗвне харпӑр хӑйӗн сывлӑхне сиенлӗ йӑласенчен сиенлӗ витӗм кӳресси ҫинчен анлӑлатасси тата актуализацилесси; вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма май парасси, командӑсене пӗрлештерме пулӑшакан позитивлӑ эмоцисем илесси.
Командӑсен символла ячӗсем пулнӑ - "Женьшень" тата "Лотос".
Женьшень - "пурнӑҫ тымарӗ" тесе куҫарăнать, лотоса вара Индипе Китайра тахҫантанпах таса ӳсентӑран, ӑслӑлӑх чечекӗ тесе хисеплеҫҫӗ. Ан тив, ҫак ӳсентӑрансем сире хӑйсен асамлӑ енӗсене каласа паччӑр.
Эсир тӗрӗс, сывӑ пурнăçа суйласа илессе питӗ шанатпӑр!
Астӑвӑр: сирӗн сывлӑхӑр - сирӗн аллӑрта!
#ЗдоровыйОбразЖизни
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916