Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
4 Нарӑсӑн , 10:56

Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Наркомани тӗпсӗр шӑтӑка пӗр утӑм!" темăпа программа иртнĕ.

Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă
Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă

Наркомани вӑл — йывӑр, хĕнпе сипленекен, час-часах сыватмалла мар чир, пуҫ мимине, психикӑна, ҫыннӑн сывлӑхне пĕтеркен, час-часах вӑхӑтсăр вилӗм сăлтавĕ пулса тӑраканскер. Ҫак чир ҫынна, унӑн ӳт-пӗвӗпе психикине — наркотикран хытӑ пӑхӑнса тӑратакан туса хурать.

Ҫӗршывра наркомани сарăлас ӗҫӗн масштабӗсемпе хӑвӑртлӑхӗ ҫавнашкал, ҫамрӑксен сывлӑхне тата унӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗн пуласлӑхне, Раҫҫей обществин социаллӑ ҫирӗплӗхне хӑрушлӑх умне тӑратаҫҫӗ.

Февралӗн 1-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Наркомани тӗпсӗр шӑтӑка пӗр утӑм!" темăпа программа иртнĕ. Ертсе пыракан куракансене ҫак хӑрушӑ хăйне пӑхӑнтаракан хӑрушӑ ӗҫсем мӗнле витӗм кӳни ҫинчен каласа панă.

Наркомани — хальхи обществӑн чӑн-чӑн инкекӗ. Вӑл ҫемьесене аркатать, сывлӑха пӗтерет, çынсене вӗлерет. Асӑннӑ чире профилактика енӗпе вӑй хуни ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ҫынсем ҫак нуша пирки хӑйсен тӑванӗсене тата ҫывӑх ҫыннисене наркотиксенчен сыхлас тесен май килнӗ таран ыратнине пӗлмелле. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем буклетсем илнĕ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/event135580128

 

Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă
Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă
Çирĕклĕ клубӗнче наркомани çинчен калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: