Нефтекамскра полици сотрудникӗсем наркотиксене сутма хӑтланакан ҫул ҫитмен ачана тытса чарнӑ.
Ачана пусма площадки ҫинче 32 пакет (30 грамм ытла) законсăр япаласемпе тытса чарнӑ. Унӑн телефонӗнче наркотик хумалли вӑрттӑн вырăнсен координачӗсене, ҫавӑн пекех ытти япаласен координачӗсене тупнӑ. Малтан следстви ҫакна кӑтартса панă, ача палламан çынпа приложени мессенджер урлă ҫыхӑннӑ та, посылкӑсем илме сӗннине йышӑнса, наркотикăн пысӑк ушкӑнне сутма илнӗ. Ӗҫ материалӗсене следстви органӗсене панӑ.