Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ

Ăхпуçĕнчи çамрӑксемпе ял библиотекинче сиенлӗ йӑласене халалланӑ тематика мероприятийӗ ирттернӗ.

"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ
"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ

Ăхпуçĕнчи çамрӑксемпе ял библиотекинче сиенлӗ йӑласене халалланӑ тематика мероприятийӗ ирттернӗ: ку табак туртни, ӗҫни тата наркомани. Судпа айӑпланакансен совеҫӗнче хуҫӑлнӑ шӑпа тата пӗтнӗ пурнӑҫсем питӗ нумай. Вӗсенчен  çитĕннисем те, ачасем те сиен кураççĕ; вӗсен айӑпӗпе тӗнчере чи пӗчӗккисем чирлӗ ҫуралаҫҫӗ.

Сиенлӗ йӑласем мӗншӗн пуҫланса кайни ҫинчен ачасемпе уҫҫӑн калаҫнӑ. Хуравĕсем ҫакӑн пек пулнӑ: ашшӗ-амӑшӗсен тӗслӗхӗ, ҫемьери тата ытти ҫынсемпе хирӗҫӳ, ҫитӗннӗ ҫын пек курӑнас кӑмӑл тата ытти те.

Унтан кашни сиенлӗ йӑла çинче тĕплĕнрех чарӑнса тӑнă: вӗсем мӗнле пуҫланса кайни, вӗсемпе усӑ курнин хӑрушлăхĕ.

Чи малтан табак туртассине сӳтсе явнă тата айӑпланă. Истори каланӑ тӑрӑх, Европӑна табака Америкӑран Х.Колумб илсе килнĕ. Унтан Европӑран вăл Раççее ҫитнӗ. Петр I вӑхӑтӗнче табак фабрикисем уçăлнă, хыснана табак суту-илӗвӗнчен тупӑшсем кĕме пуçланă. Шел пулин те, ун чухне табак туртни сывлӑхшӑн мӗн тери сиенлӗ те хӑрушӑ пулнине тĕплĕ пӗлмен. Сӑмах май, Иван Грозный вӑхӑтӗнче табак туртнӑшӑн айăплав паракан ҫирӗп законсем пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл час-часах пушарсем патне илсе çитернĕ.

Тепӗр айӑпланакан алкоголь. Ҫитӗнекен ӑрӑва сыхласа тӑракан хӑрушлӑх ҫинчен пӗтӗм тӗнчери ученӑйсем час-часах калаҫаҫҫӗ. Хальхи тӗпчевсем алкоголь ҫын органӗсене пурне те сиен кÿрет тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ача алкогольпе усӑ курни ачан психикине анратса ярать. Ҫын майӗпен ретрен тухать.

Наркотик — тепӗр айӑпланакан. Наркотик тытăнса тăракан япаласем этемлӗхшӗн тахҫантанпах паллӑ. Хальхи ҫамрӑксем шӑршлаҫҫӗ, ҫӑтаҫҫӗ, инъекцисем тăваççĕ, ҫавна пула пурнӑҫӑн социаллӑ тата ӑс-хакӑл чи тӗпне анса лараҫҫӗ. Наркотиксене темиҫе хут йышӑннӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш феномен - физикӑлла пӑхӑну аталанма пуҫланни хӑрушӑ. Наркотиксемпе усӑ курнӑ чухне ҫын, ҫын пек пурӑнма пӑрахать, чура пулса тӑрать. Час-часах передозировкӑна пула çын вилет.

Наркотика пӑхӑнса тӑракан ҫынсен пурнӑҫӗнчи темиҫе историе ачасемпе сӳтсе явнă, наркотик хатӗрӗсене нихҫан та, нимӗнле лару-тӑрура та тутанса пӑхма юраманни ҫинчен пĕтĕмлетÿ тунă.

Айӑплакансен Табакăн, Эрех-Сӑран тата Наркотиксен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, пурте пӗр шухӑшлӑ ҫапла йышӑннă: приговор вӗсен тӗлӗшпе пӗртен-пӗрре ҫеҫ пулма пултарать, вӗсене пӗтӗмпех пӗтермелле. Ҫавӑнпа та Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексĕн 23-мӗш статьипе суд айӑпланакансене Табака, Эрех-Сӑрана тата Наркотика наказани памалли приговор йышӑннӑ.

Н. Кулешовӑн "Правдивые истории о вредных привычках" вӗрентекен кӗнекене ачасене маларах калани çумне хушса тимлеме сĕннĕ.

Лия ДМИТРИЕВА,

Ăхпуç ялĕн библиотекарĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club147798411

 

 

 

"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ
"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ
"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ
"Сиенлӗ йӑласене суд туни" квест-вӑйӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: