Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кĕрешмелли Пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ
Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ

 

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кĕрешмелли Пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак проблемӑн çивĕчлĕхĕ пӗтӗм тӗнчипе наркотиксене пӑхӑнни эрех-сӑра ӗҫнинчен ытларах тата хӑвӑртрах пулса пынипе ҫыхӑннӑ. Наркомании — йывӑр чир, вӑл наркотик япалисене юратнипе, ӑна ҫав тери йышӑнас килнипе палӑрса тӑрать. Усак-Кичури вăтам шкулта ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалист А.Д. Зиганшина вӗренекенсем валли "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ.

Наркотиксен тӗрлӗ енӗсене тата вӗсен организмне сиенлӗ витӗм кӳни çинчен вӗренекенсем анлӑрах пӗлнĕ. Ачасем ӑнланнă: пӗррехинче наркотик тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн, ӗмӗрлӗхе наркоман пулса тӑратӑн тата наркоманăн ӗмӗрӗ кĕске. Ҫавӑнпа та, илӗртӳ пысӑк пулсан та, ҫирӗп пулмалла. Тулли сывлӑхлӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ интереслӗрех те усӑллӑрах вӗт.

#БижбулякскийРайон
#МеждународныйДеньБорьбыСнаркоманийИнаркобизнесом.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпулекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ
Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ
Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотиксене ҫук тесе кала!" лекци ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: