Пушкӑрт прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Уфари Орджоникидзе районӗнчи суд вырӑнти çын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пирки приговор йышӑннӑ, ӑна наркотиксем туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Пӗлтӗр февраль уйӑхӗнче арҫынна интернетра туяннӑ наркотиксене вӑрттӑн вырăнĕнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн полици сотрудникӗсем тытса чарнӑ. Тӑватӑ уйӑхран ӑна законсăр япаласен пысӑк ушкӑнӗпе тытнă.
Арҫын хӑй айӑпне йышӑннă. Унччен ăна ҫавӑн пек айăпшăн суд тунӑ пулнă. Суд айӑпланакана тăватă ҫула ҫирӗп режимлӑ колонинче ирӗклӗхсӗр хăварма хушнӑ.