

Нефтекамскра полици сотрудникӗсем Социалистическая урамри ҫурт подъездӗнче вырӑнти колледж студентне тытса чарнӑ. Хӑй ҫумӗнче унӑн 22 пакет синтетика наркотикӗ пулнă, пĕтĕмпе 10 грамм ытла.
Тытса чарнӑ ҫыннӑн телефонӗнче вăрттăн вырăнсен координачĕсемпе сӑнӳкерчӗксене тупнă.
Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫын интернетра ӗҫ шыранӑ, наркодилерсен курьерӗ пулма сӗнсен, килĕшнĕ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Нефтекамскра чарнӑ япаласен пысӑк ушкӑнӗпе вӑрттӑн вырăнĕн координачĕсене илнĕ. Курьер наркотиксене илсе пакетсене хунӑ та темиҫе заклад хунӑ, çавăншăн 5000 тенкӗ илнӗ.
Тепӗр партие сарма ӗлкӗреймен — ӑна право хуралҫисем тытса чарнă. Халӗ яш ачана сакăр ҫула тӗрмене хупма пултараççĕ.