Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
25 Июнӗн 2025, 10:52

Уфара ППС «синтетика» пакетпа арҫынна тытса чарнӑ

Кун пирки ПР МВД пӗлтерет.

Уфара ППС  «синтетика» пакетпа арҫынна тытса чарнӑ
Уфара ППС «синтетика» пакетпа арҫынна тытса чарнӑ
Патрульпе пост службин сотрудникӗсем наркотиксене упраса усранӑ арҫынна Уфара тытса чарнӑ. Кун пирки ПР МВД пӗлтерет.
Тӗп хулан Баязит Бикбай урамне патруль тунӑ чухне полицейскисем арҫынна асăрханă. Ăна тӗрӗсленӗ чухне унӑн темле япала тултарнӑ полимер пакетне тупса палӑртнӑ. Экспертиза туртса илнӗ япала синтетика наркотикӗ пулнине кӑтартнӑ, унӑн йывӑрӑшӗ 0,6 граммпа танлашнӑ.
Тытса чарнӑ ҫын кам пулнине палӑртнӑ май Благовещенск районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти ҫын пулни палӑрнă. Унччен ăна уголовнӑй йĕркепе яваплӑх темиҫе хут та тыттарнӑ.
Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хурал аллине панӑ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри МВД.
 
 
 
Уфара ППС  «синтетика» пакетпа арҫынна тытса чарнӑ
Уфара ППС «синтетика» пакетпа арҫынна тытса чарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас