Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
9 Июлӗн 2025, 11:42

Пушкӑртстанра пурӑнакана нарколаборатори йӗркеленӗшӗн 16 ҫула тĕрмене ӑсатнӑ

ПР УФСБ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ арҫын хăйĕн кил-ҫурт территорийӗнче наркотик туса кӑларассине йӗркеленӗ.

Пушкӑртстанра пурӑнакана нарколаборатори йӗркеленӗшӗн 16 ҫула тĕрмене ӑсатнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакана нарколаборатори йӗркеленӗшӗн 16 ҫула тĕрмене ӑсатнӑ

Пушкӑртстанри Раҫҫей УФСБ ӗҫченӗсем Благовещенскра пурӑнаканӑн преступленилле ӗҫне чарса лартнӑ. Вӑл регион территорийӗнче уйрӑмах пысӑк виҫепе сутма синтетика наркотикӗсем туса кӑларассине йӗркеленӗ.

ПР УФСБ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ арҫын хăйĕн кил-ҫурт территорийӗнче наркотик туса кӑларассине йӗркеленӗ, ун валли кирлӗ оборудованипе хими япалисем туяннӑ. Гаражра хатӗрленӗ нарколабораторире оперативлӑ ӗҫченсем 14,755 кг чарнӑ веществосем туртса илнӗ. Наркотиксене вӑрттӑн вырӑнсем-закладкӑсем урлӑ сутма палӑртнӑ.

Пушкӑртстан аслӑ сучӗ айӑплав приговорӗ кӑларнӑ: 29 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ юсанмалли колонире 16 ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР УФСБ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-07-08/zhitelya-bashkirii-otpravili-za-reshetku-na-16-let-za-sozdanie-narkolaboratorii-4307031

 

Пушкӑртстанра пурӑнакана нарколаборатори йӗркеленӗшӗн 16 ҫула тĕрмене ӑсатнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакана нарколаборатори йӗркеленӗшӗн 16 ҫула тĕрмене ӑсатнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас