Пушкӑртстанри Белорецк районӗнче наркотик хатӗрӗсем сутнӑ факт тăрăх пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Республикӑри МВД пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, наркотика яланхи тупӑш ҫӑлкуҫӗ ҫук 41 ҫулти белоречанка сутнӑ.
Преступление тӗпченӗ чухне ҫакна пӗлме май килнӗ: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хĕрарăм кайран сутас тӗллевпе 16 грама яхӑн таякан наркотик хатӗрне саккунсӑр майпа туяннӑ. Хӗрарӑм наркотик япалине пӗлӗшне сутма калаҫса татӑлнӑ. Килӗшӳ пулнă.
Часах иккӗленекенскере каллех укҫа кирлӗ пулнӑ. Вара хӗрарӑм хӑйӗн пӗлӗшӗпе тепӗр килӗшӳ пирки калаҫса татӑлнӑ. Анчах ӑна сутнӑ хыҫҫӑнах полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Харпӑр тӗрӗслевре иккӗленекен ҫынран наркотик хатӗрӗ тултарнӑ полимер хутаҫ, ҫавӑн пекех пирус туртмалли хатӗр, электрон виçе тата пушӑ полимер хутаҫсем тупса туртса илнӗ.
Айӑпне хӗрарӑм пӗтӗмпех йышӑннӑ. Ку фактпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗпчев вӗҫленнӗ, материалсене суда панӑ.