Калинин ял Совечĕн çамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчĕ А.Д.Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта наркотиксӑр пурнӑҫ пӗлтерӗшли ҫинчен буклетсем валеҫнĕ. Ҫак пуҫару ҫамрӑксен хушшинче наркотик тытăнса тăракан япаласемпе усӑ курмассине вӗрентес тата чарас тӗллев лартнă.
Буклетсенче тӗрлӗ йышши наркотик, вӗсем сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни тата вӗсем мĕн патне илсе килме пултарни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех наркомани ыйтӑвӗпе тӗл пулнӑ, ӑна ҫӗнтерме пултарнӑ чӑн-чӑн ҫынсен историйӗсемпе паллаштарнă.
Ҫакӑ пире пур вӗренекеншӗн те сывӑ та хӑрушлӑхсӑр пуласлӑх тума пулӑшать.
#БижбулякскийРайон
#ПрофилактикаНаркомании
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор»
центрĕн социаллă сетьри страницинчен.