Арҫыннăн гаражĕнче полицейскисем ҫӗр ытла пакет наркотиклă япала тупса туртса илнӗ.
Стерлитамакра оперативниксем наркотика уйрӑмах пысӑк виҫепе сутма хӑтланнӑ тесе шухӑшлакан 33 ҫулти вырӑнти ҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки хулари УМВД пӗлтерет.
Арҫыннӑн гаражри пӳлӗмне тӗрӗсленӗ чухне полицейскисем 152 грамм ытла таякан 165 пусӑрӑннӑ наркотик хатӗрӗ тупса туртса илнӗ. Ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсем 71 грамм таякан пусӑрӑннӑ чӑмакка тата типӗлле 6 грамм таякан наркотиклӑ ӳсен-тӑранпа хут тӗрке тупнӑ. Гаражра наркотик чӗркеме усӑ куракан хатӗрсем, электронлă виçе тата наркотикпе усӑ курмалли хатӗрсем те тупӑннӑ.
Тытса чарнӑ ҫын препаратсене интернет урлӑ туяннине, вӗсене хӑй сарма шутланине пӗлтернӗ. Уголовлӑ ӗҫе уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма хӑтланни ҫинчен калакан статьяпа пуҫарнӑ. Арҫынна хупса усрамалли мера палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Стерлитамак тăрăх ĕçлекен УМВД.