Акци тӗллевӗ - ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче наркомани сарӑлассинчен асӑрхаттарасси, наркотиксемпе усӑ курнин сиенӗ тата вӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне хутшӑннӑшӑн яваплӑх пирки вӗренекенсен пӗлӳ шайне ӳстересси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси.
Акци шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн педагог-психологĕ Р. Р. Шаяхметова наркотика хирӗҫле «Эпир наркотиксӑр пурнӑҫшӑн» тематика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Рафиля Рафитовна ҫамрӑксене наркотик япалисем ҫын организмне сиенлӗ витӗм кӳни, уйрӑмах ӳсекеннисене, наркотикпа усӑ куракан ҫынна мӗн кӗтни, наркотик япалисене упранӑшӑн тата усӑ курнӑшӑн уголовлӑ яваплӑх пирки каласа кӑтартнӑ.
Наркотиксем усал, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, ытларах вуламалла тата спортпа туслашмалла тесе пӗр шухӑш патне пынă ачасем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.