Михайловкăри вăтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсене ҫул ҫитменнисемпе ҫамрӑксем хушшинче наркомани сарӑласран сыхланас, ҫавӑн пекех вӗренекенсене наркотик хатӗрӗсемпе усӑ курнин сиенӗ тата вӗсен ҫаврӑнӑшне хутшӑннӑшӑн яваплӑх пирки пӗлтерес енӗпе ӗҫлекен «Наркотиксем — шуйттан шухӑшласа кӑларнисенчен чи лайӑххи» фильма кӑтартнă.
Фильма пăхнӑ хыҫҫӑн ачасем фильмри тӗп самантсене сӳтсе явнă, наркотиклӑ тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курасси ҫине хӑйсем япӑх пӑхнине пӗлтернĕ, плакат хатӗрлесе хӑйсем валли пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунă — сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.