Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
16 Декабрӗн 2025, 10:38

Пушкӑртра пурӑнакан ҫынна наркопреступленишӗн 12,5 ҫула колоние ӑсатма йышӑннă

Салават хула сучӗ наркопритон йӗркеленӗшӗн тата наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗшӗн айӑпланнӑ вырӑнти ҫын пирки айӑплав приговорӗ кӑларнӑ.

Арҫынна наркотик хатӗрӗсене сутма хӑтланнӑшӑн, вӗсене туянса упранӑшӑн, хӑйӗн хваттерӗнче наркопритон йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ.

Республика прокуратуринче палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче арҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе наркотик сутакан интернет-лавкка ӗҫне хутшӑнма килӗшнӗ. Унӑн чарнӑ япаласене упрамалла тата вӑрттӑн вырӑнсене хатӗрлемелле пулнă.

Кунсӑр пуҫне 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл наркотика хӑйне валли усӑ курма туяннӑ, хӑйӗн хваттерне наркотикпа усӑ курмалли ытти ҫынсемпе тивӗҫтерме пуҫланӑ, лешсем ӑна саккунлӑ мар япаласемпе тӳлесе татнӑ.

Ӗҫ-хӗле правӑна сыхлакансем пӳлнӗ. Унччен ҫакнашкал преступленисемшӗн судпа айӑпланнӑ арҫын айӑпне йышӑннӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-12-15/zhitelya-bashkirii-prigovorili-k-12-5-godam-kolonii-za-narkoprestupleniya-4508653

Пушкӑртра пурӑнакан ҫынна наркопреступленишӗн 12,5 ҫула колоние ӑсатма йышӑннă
Пушкӑртра пурӑнакан ҫынна наркопреступленишӗн 12,5 ҫула колоние ӑсатма йышӑннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас