Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
21 Кӑрлач , 11:34

Шкул ачисемпе наркотиксен сиенĕ çинчен калаçнă

Усак-Кичури вăтам шкулта çамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Альбина Зиганшина, ҫул ҫитменнисемшӗн наркомание профилактикӑлассипе «Сывӑ пурнӑҫ йӗрки — ҫитӗнӳ никӗсӗ» ӑс-тӑн вӑййи ирттернӗ.

Вӑйӑ тӗллевӗсем: наркомани сиенӗ, унӑн кӑтартӑвӗсем ҫинчен пӗлӳ йӗркелеме пулӑшасси. Хӑвăн шӑпушăн яваплӑх туйӑмне ӳстересси, наркотиксем патне япӑх хутшӑнма памасси.

Задачӑсем:

Вӗренекенсене наркотик тӗсӗсемпе, вӗсемпе усӑ курнин паллисемпе тата кӑтартӑвӗсемпе паллаштарасси.

Хаҫат-журнал, радио, телевидени тата интернет ресурсӗсен информацийӗпе усӑ курса вӗренекенсене Раҫҫейре наркомани сарӑлнин анлӑшӗ пирки ӑнлантарасси.

Ыйтусене хуравланӑ чухне ушкӑнсенче ӗҫлесси урлӑ вӗренекенсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен куҫ хывма, хаклама хӑнӑхтарасси.

#Бижбулякскийрайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

Шкул ачисемпе наркотиксен сиенĕ çинчен калаçнă
Шкул ачисемпе наркотиксен сиенĕ çинчен калаçнă
Шкул ачисемпе наркотиксен сиенĕ çинчен калаçнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас