Çирĕклĕ клубӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа информаципе пӗлӳ программи иртнӗ.
Ертсе пыракан наркотик хатӗрӗсем ҫын организмне кÿрекен сиенӗ пирки каласа кӑтартнӑ, хутшӑнакансене наркотиксен хӑрушлӑхӗпе паллаштарнӑ. Наркотикпа усӑ курмалли сӑлтавсене пӗрле сӳтсе явнă. Ертсе пыракан каланă лару-тӑрура ачасем хӑйсен шухӑшне пӗлтернĕ, тӗрӗс йышӑну суйланă. Мероприяти тӑршшӗпе наркотик тутанса пӑхма юраманни пирки асӑрхаттарни илтӗннӗ, мӗншӗн тесен наркомани пӗрремӗш хутранах та сиксе тухать, ку вара — «инкек манпа мар, ыттисемпе пулма пултарать» тени иллюзи.
Программа вӗҫленӗ май ҫапла пӗтӗмлетӳ тунă: «пирӗн пурнӑҫра пулса ан тухтӑр тесен позитивлӑ шухӑшлав пулмалла, пирӗн пур ыррине ҫеҫ тытмалла, ҫитӗнӳ тӑвассин виҫӗ принципне пурнӑҫа кӗртсе малалла утмалла: совеҫпе ӗҫлемелле, пултарулӑхри майсене аталантармалла, ҫынсемпе хӑвна вĕсем сана мӗнле тӑвас тетӗн, ҫавӑн пек тытмалла».
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.