+16 °С
Облачно


Халтурин урамӗнче УМВД ӗҫченӗсем шанчӑксӑр иртен-ҫӳрене асӑрханӑ. Вӑл 34 ҫулти ӗҫсӗр ҫын, маларах судпа айӑпланнӑскер, иккен. Тӗрӗсленӗ чухне унӑн сигарет тупнӑ, ун ӑшӗнче 1 грамм яхӑн япала пулнӑ. Тытса чарнӑ ҫын ӑна хӑй усӑ курма туяннине пӗлтернӗ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ УК 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (наркотиксене пысӑк виҫепе саккунсӑр майпа упрани) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак статьяпа чи пысӑк наказани — 10 ҫул таран ирӗксӗр хӑварни.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Елена Петрова / fotobank02.ru.