Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10
Наци проекчĕсем
15 Майӑн 2019, 13:52

«ДЕМОГРАФИ» НАЦИ ПРОЕКЧĔ: ПУШКĂРТСТАНРИ НУМАЙ АЧАЛЛĂ ÇЕМЬЕСЕН ТРАНСПОРТ НАЛУКĔН ÇĂММĂЛЛĂХНЕ МĔНЛЕ ИЛМЕЛЛЕ?

Республикăри налук ĕçченĕсем транспорт налукĕ çинче укçа-тенке мĕнле перекетлемелли, мĕнле документсем тăратмалли тата хăш вăхăтчен ĕлкĕрмелли çинчен каласа панă.

Малашне Пушкăртстанра республикăри законодательствăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемье тесе йышăннă çемьери ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне (усрава илекене) е опекуна транспорт налукĕнчен хăтараççĕ.

Пушкăртстанри нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли çак мерăна 150 лаша вăйĕ чухлĕ двигателлĕ çăмăл автомобильсем тата 125 лаша вăйĕллĕ двигателлĕ автобуссем тĕлĕшпе çирĕплетнĕ.

Маларах пĕлтернĕ тăрăх çăмăллăх хуçи суйласа илнĕ кашни тĕсĕн пĕр транспорт хатĕрне тивет тата 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2024 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăйра пулать. 100 процентлă çамăллăха çÿллĕ мар тата вăтам шайлă тупăшлă çемьесем кăна илме пултараççĕ. Хаклă автомобильсен хуçисем çамăллăхçăсен категорине кĕменнине палăртса хăварнă.

Налук çăмăллăхне илме право пур налукçăсен çирĕплетнĕ форма тăрăх (формине 14.11.2017 çулхи МММВ-7-21/897 –мĕш номерлĕ Раççей ФНС приказĕпе çирĕплетнĕ) налук çăмăллăхне тăратасси çинчен заявлени çырмалла.

Заявлени çумне нумай ачаллă çемьен статусне çирĕплетекен документсене хумалла: ачасен çуралнине ĕнентерекен хутсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем. Çемьере сусăрла ача пулсан асăннă документсем çумне ВТЭК справкине хушмалла.

Документсен пуххине темиçе майпа пама юрать: кирек хăш налук органне кайса е МФЦ офисне, почтăпа е интернет-сервис урлă (Раççейн ФНС сайтĕнчи «Уйрăм çынсем валли налукçăсен харпăр хăйĕн кабинечĕ» https://lkfl.nalog.ru/lk/ ссылка тăрăх).

Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: