Нацпроектăн паспортне Раççейĕн Сывлăх сыхлав министерстви Раççей Федерацин Президенчĕн 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 204-мĕш номерлĕ «Раççĕй Федерацин 2024 çулчченхи наци тĕллевĕсем тата стратеги задачисен аталанăвĕ çинчен» Указне пурнăçа кĕртсе ĕçлесе хатĕрленĕ тата сакăр федераллă проектран тăрать: «Пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне памалли системăна аталантарасси», «Чĕрепе пăрăхсен чирĕсемпе кĕрешесси», «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси», «Ача-пăча сывлăх сыхлавне аталантарасси, çав шутра ачасене медицина пулăшăвĕ памалли ку чухнехи инфраструктурăна йĕркелесси», «Сывлăх сыхлав системин медицина организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси», «Наци медицина тĕпчев центрĕсен сетьне аталантарасси тата инновациллĕ медицина технологийĕсене пурнăçа кĕртесси», «Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕмĕшле патшалăх информаци системин никĕсĕпе сывлăх сыхлавĕнче пĕтĕмĕшле цифрлă контур йĕркелесси» тата «Медицина çăмăллăхĕсен экспортне аталантарасси».