Пушкăртстанра 2019 çул вĕçĕччен васкавлă пулăшу бригадисене планшет компьютерĕсемпе тивĕçтерĕç, çакă больницăна пациентăн сывлăх шайĕ çинчен маларах пĕлтерме май парĕ. Оборудованине «Сывлăх сыхлав» нацпроектăн йĕркипе туянаççĕ, тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанăн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Динара Еникеева.
«Çулталăк вĕçне эпир сывлăх сыхлав сферинче информаци системин никĕсĕпе кашни фельдшера тата васкавлă пулăшăвăн кашни тухтăрне планшетпа тивĕçтерĕпĕр. Çакă медиксене чĕнĕве кайнă вăхăтра пациентăн чир историпе паллашма май парĕ. 350 яхăн устройство туянма планланă», — каласа панă вăл.
Планшета Сывлăх сыхлавĕн регион информаци системи çумне хускатнипе васкавлă пулăшăвăн бригади çул çинчех больницăна пациентăн шайĕ тата кирлĕ пулашу çинчен пĕлтерме, «ылтăн сехет» тăршшĕнче ĕлкĕрме май парĕ.
Бригадăсене планшетпа тивĕçтересси «Сывлăх сыхлав» нацпроектăн «Сывлăх сыхлавĕнче пĕрлехи цифрлă контур йĕркелесси» проектпа пурнăçланать. Проекта пурнăçа кĕртме Пушкăртстан 2019 çулта 472,1 млн. тенкĕ тăкаклĕ. Наци проекчĕн çак хушма проекчĕ йĕркипе медицина ĕçченĕсем валли 3 пин те 318 хушма автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме, 132 информаци терминалĕ тата 264 монитор туянма пăхса хăварнă.