Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Майӑн 2019, 19:02

Пушкăртстанри ялсенче культура çурчĕсем тăвĕç

Пушкăртстан влаçĕсем 2024 çулччен яллă вырăнсенче 26 культурăпа кану учрежденийĕ тума тата пĕр клуба тĕпрен юсама планлаççĕ.

Çакă пурте «Раççей Федерацин 2024 çулчченхи аталанăвĕн стратегиллĕ задачисем тата наци тĕллевĕсем çинчен» РФ Президенчĕ В.В. Путин çирĕплетнĕ Указ тăрăх пурнăçланать.

«2024 çулччен «Культура» наци проекчĕн «Культура тавралăхĕ» регион проекчĕ тăрăх республикăра яллă вырăнсенче пĕр клуба тĕпрен юсамалла тата 26 культурăпа кану учрежденийĕ тумалла. Яллă вырăнсенче культура çурчĕсем тума, реконструкцилеме, тĕпрен юсама 2,1 млрд. тенкĕ хывнă»: — тесе çырнă пĕлтерÿре.

Культура çурчĕсем нумай функциллĕ пулĕç, вĕсенче библиотекăсем, выставка лапамĕсем, кружок ĕç-хĕлĕ валли залсем, вăйă пÿлĕмĕсем тата тренажер залĕсем тăвассине пăхса хăварнă. Çапла евĕр учрежденинчи концерт залне фильмсем кăтартма валли майлаштармалла пулĕ. Çавăн пекех çĕнĕ клубсенче ача-пăча искусствисен шкулĕсен филиалĕсем вырнаçĕç. Вĕсем 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасене хушма пултарулăх пĕлĕвĕ пама пулăшĕç.

«Культура» наци проекчĕ тăрăх республикăра ултă çул хушшинче пурĕ те культура учрежденин 76 объектне тума, реконструкцилеме, тĕпрен юсама планланă. Наци проектне пурнăçлама 5 млрд. тенкĕ хывнă.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан.
Читайте нас: