Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Июнӗн 2019, 18:03

Пушкăртстанăн федераллă трассисем çинче çул-йĕр правилисене пăснине тупса палăртакан çĕнĕ камерăсем лартас ĕçе вĕçлеççĕ

Республикăн федераллă трассисем çинче çул-йĕр правилисене пăснине тупса палăртакан фото тата видео камерисене лартас ĕçĕ вĕçлеççĕ.

Вĕсене Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи указĕсемпе никĕсленсе «Хăрушлăхсăрлă тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçа кĕртеççĕ.

Динар Гильмутдинов, ПР Шалти ĕçсен министерствин УГИБДД начальникĕ: «Республикăра паянхи кун тĕлне 162 комплекс кăрса лартнă. Çав участоксем çинче аварисем çукпа пĕрех. Фото тата видео сăнавĕсен камерисем пулăшнипе аварисен шучĕ сахалланчĕ».

«Автодоринжиниринг» проектăн ертсе пыракан инженерĕ Андрей Вольный: «Инфрахĕрлĕ çутта пула пурте чипер курăнать, мĕнпур номерсем уççăн курăнаççĕ — йĕркене пăсакан тараймасть».

Кăçалхи çу тăршшĕнче республикăн территорийĕнчи М5 тата М7 федераллă трассăсем çинче фото тата видео сăнавĕн 57 ку чухнехи комплекс ĕçлеме тытăнать. Проект валли укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрнă. Çавна евĕр ĕçсем республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче те пыратççĕ. Пушкăртстанра кăçал тата 232 хатĕр кăрса лартĕç.

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров: «Авариллĕ участоксене тупса палăртатпăр, малашне те çăк ĕçĕ пурнăçлăпăр. Кашнин тĕлĕшпе уйрăм мерăсем йышăнатпăр. Çулталăк хушшинче «Хăрушлăхсăрлă тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕн мероприятийĕсене тулли калăпăшпа пурнăçлассине тивĕçтерес пулать».

Регион ертÿçи Радий Хабиров сакăр çĕр ытла çĕнĕ комплекс лартмаллине пĕлтернĕ. Çак кăтартăва 2020 çул вĕçлениччен пурнăçламалла.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: