Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Июнӗн 2019, 12:16

СЫВЛĂХ СЫХЛАВ СФЕРИНЧЕ ÇИРĔП УТĂМСЕМ ТĂВĔÇ

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстан Республикинче 4,1 млн çын пурăнать. Пушкăртстан халăх шучĕпе Раççейри ытти регионсем хушшинче 7-мĕш вырăн йышăнать. Халăх сывлăхне çирĕплетме республикăра бюджетлă 168 федераллă тата патшалăх медицина учрежденийĕ, 985 уйрăм çынсен медицина организацийĕ ĕçлет.

Вĕсенче 1400 врач тăрăшать. «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра çак сферăна аталантарма 16,5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çак укçа-тенке малтанхи медицина пулăшăвĕн системине çĕнĕрен пуçарса ярас, çĕнĕ квалификацилле кадрсене явăçтарас тĕлĕшпе усă курĕç. Унсăр пуçне халăх хушшинче чирлесрен асăрхаттармалли пысăк масштаблă мероприятисем туса ирттерĕç, онкологи чирĕсемпе кĕрешĕç тата ача-пăча пульницисемпе поликлиникисене çĕнетĕç. Республикăра кăçал 18 ача-пăча поликлиники тата ачасене сиплемелли уйрăм, 227 медицина комлексĕ хăпартĕç, 22 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнетĕç е çĕнĕрен уçĕç. Паянхи кун тĕлне республикăра 1150 врачпа 973 вăтам медицина персоналĕ çитменни паллă. Çак ыйтăва татса пама 216 миллион тăкаклĕç. Наци проекчĕ уйăрнă укçа-тенкĕ чир-чĕрпе кĕрешес ĕçре çирĕп утăмсем тума пулăшĕ. Çавна май 2024 çул тĕлне юн çаврăнăш, онкологи чирĕсенчен вилекенсен шучĕ палăрмаллах чакĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: