Пушкăртстанра аслă ÿсĕмри граждансен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме, ытларах ача çуратма хистеме, сывă пурнăç йĕрки илсе пыракан çынсен шутне ÿстерес тĕллевсем валли 34,4 млрд. тенкĕ уйăрĕç.
-начар пурăнакан çемьесене пĕрремĕш ачашăн кашни уйăхра 10 пин тенкĕ тÿлени;
- нумай ачаллă çемьесене 6 процентлă ипотека пани;
- ОМС шучĕпе икĕ пин ытла ЭКО процедурине ирттерни;
- 2019 çулта республикăри районсемпе хуласенче 19 ача сачĕ тăвасси тата çĕнетесси.
2024 çул тĕлне шкул умĕнхи вĕрентÿ организацийĕсенче виçĕ çулчченхи ачасем валли черетсене пĕтермелле. Çавăнпа та çак укçа ясли ушкăнĕсене йĕркелеме каять.