Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Июнӗн 2019, 11:20

Владимир Путин ялти медпунктсене аталантарма сĕннĕ

Владимир Путин тÿрĕ лини вăхăтĕнче Раççейри сывлăх сыхлавĕнче виçĕ проблема пулнине пĕлтернĕ.

Çаксем вĕсем — пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илессине майлă тăвасси, специалистсем çитменни, эмелпе тивĕçтересси. Сывлăх сыхлавне пырса тивекен ыйтусене президента чи малтан пара пуçланă.

Пĕрремĕш проблема ялсемшĕн чи çивĕч тăраканнисенчен пĕри. Хăш-пĕр регионсенче фельдшерпа акушер пункчĕсен шучĕ 2 процента чакнă тесе пĕлтернĕ президент. ФАПсене патшалăх пулăшу памалла тенĕ Путин. Çывăх вăхăтра 390 çĕнĕ объект тума тата 1200 пункта тĕпрен юсама планланă.

Ялта медицина пулăшăвĕ илме майлă пултăр тесен мобиллĕ медицина пулăшăвне аталантармалла. Хальхи вăхăт тĕлне 3,8 пин бригада йĕркеленĕ, çитес виçĕ çулта 1,2 пин бригадăн ĕçне пуçарса ямалла.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: