Çтерлĕ агломерацине Çтерлĕпе Салават тата Ишимбай хулисем‚ Ишимбайпа Çтерлĕ районĕсем кĕни палăртса хăвармалла.
Специалистсем Çтерлĕри Пантелькина урамĕнчи çул-йĕр ĕçĕсен пахалăхне хак панă:
- Çакăнта «А-1» маркăллă çĕнĕ асфальт хураççĕ. Вăл питĕ лайăх асфальт шутланать. Кăçал нацпроекта пăхăнса хулара пурĕ 13 çул юсамалла‚ – тесе палăртнă ПР Патшалăх транспорчĕн председателĕн çумĕ Альберт Сулейманов.
Хулари Уфимская тракт урамĕнчи «Каустик» чарăну лаптăкĕнчи çĕр айĕнчи каçмана юсама палăртнă. Çитес вăхăтра Çтерлĕ хулинчи урамсенче 26 светофор‚ çул-йĕр паллисем‚ 3 камера тата картлавсем (барьерные ограждения) йĕркелесе лартĕç. Унсăр пуçне çуран çÿрекенсен çĕр айĕнчи пĕр каçмана та юсаса хăварĕç. Пĕтĕмĕшле 74 участокри çулсене юсама 513 млн тенкĕ уйăрса панă. Укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе Ишимбай хулинчи урамсене юсĕç.
Программăна пăхăнса‚ автомобиль çулĕсене юсанисĕр пуçне‚ картлавсемпе çуран çÿрекенсен картисене (пешеходные ограждения)‚ çĕнĕ светофорсем лартĕç.
Кăçал Çтерлĕ-Раевка çулне те юсама плана кĕртнĕ. Çтерлĕ агломерацинчи çулсене виçĕ çĕнĕ фото тата видео камерăпа‚ 77 çул-йĕр паллипе тивĕçтерĕç.