Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Июнӗн 2019, 11:24

«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров 2019 çулта Раççейре тата чикĕ леш енче «Пушкăртстан продукчĕ» регион брендне аталантармалли плана çирĕплетнĕ.

«Пушкăртстан продукчĕ» проект улттăмĕш çул пурнăçланать. Çак вăхăт тăршшĕнче 416 республика предприятийĕ унăн дипломанчĕ пулса тăнă. Çак паллăпа 12 пине яхăн продукци тухать. Хальхи вăхăтра 15 республика производитель-дипломанчĕ продукцине экспорта тăратаççĕ. 10 ытла çĕршыва продукципе тивĕçтереççĕ.

«Пушкăртстан продукчĕ» проекта хутшăнни продукта сарассинче информаци тата консультаци пулăшăвĕ парать, тĕрлĕ масштаблă выставкăсене хутшăнма май парать. 2019 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пулăшăвăн çĕнĕ мери вăя кĕрет: тавара экспорта тăратма кайнă тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Çакă «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проектне тата «Пушкăртстан Республикинчи экспорта аталантарни» регион проектне пула пурнăçа кĕме пултарнă. Малашне экспортерсем тăкаксене 1 млн. тенкĕлех саплаштарма пултараççĕ, «пилот» партийĕсен субсидийĕсем 500 пин тенкĕччен пулĕç. Пулăшу мерине ПР Тулашри экономика çыхăнăвĕсен патшалăх комитечĕ пурнăçлать.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: