Шайлашуллă канашлура патшалăх пуçлăхĕ çак ыйтăвăн пĕлтерĕшне палăртнă, мĕншĕн тесен ИИ управленин эффективлăхне ÿстерме тата хăвăрт решенисем йышăнма пулăшать.
Задачăсен шутĕнче: çак сферăн аталанăвне наци стратегин проектне кĕртесси, уйрăм çÿллĕ шайри технологи çул-йĕрĕсене аталанма валли патшалăх корпорацийĕсемпе килĕшÿ тумалла тата проекта 3 çуллăха çирĕплетмелле. Çавăн пекех распоряженинче Мускавра эксперименталлă право режимĕ тумалли тата технологисене ĕçлесе хатĕрлемелли, пурнăçа кĕртмелли условисем йĕркеленĕ территори уçăлма пултарнине пĕлтернĕ.
«Искусственнăй интеллект механизмĕсем чăн вăхăт режимĕнче информацин капмар калăпăшĕн анализĕн никĕсĕпе оптималлă решенисем хăвăрт йышăнассине тивĕçтереççĕ. Енчен те пĕрер çын искусственнăй интеллект сферинче монополи тивĕçтерме пултарсан — вăл тĕнче хуçи пулса тăрать», — тенĕ Владимир Путин.