Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Июнӗн 2019, 11:24

Раççейĕн хăрушлăхсăрлă тата пахалăхлă çулĕсем

Июнĕн 26-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров Мускавра пĕтĕмĕшле усă курмалли автомобиль çулĕсен сетьне аталантарассине тата çул-йĕр юхăмĕн хăрушлăхсăрлăхне тивĕçтерессине чысланă Раççей Федерацин Патшалăх совечĕн ларăвне хутшăннă.

Ларура çул-йĕр строительствин эффективлăхне, юсавăн пахалăхне ÿстерме, çулсене пăхса тăма, çул-йĕр юхăмне йĕркелессине лайăхлатма янă мерăсене сÿтсе явнă.

Владимир Путин президент çĕршывра паха çулсем унчченхи пекех сахал пулнине палăртнă. Малалла куçни федераллă трассăсем çинче кăна паллă. Перремĕш категориллĕ çулсен пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ юлашки тăватă çулта 2423 километра ÿснĕ. Норматив ыйтăвĕсемпе пĕтĕмĕшле килĕшсе тăракан трассăсен шучĕ 83 процентпа танлашать. Регион пĕлтерĕшлĕ çулсен 50 проценчĕ çеç чи паха çул-йĕр сийĕллĕ.

— Çул-йĕр хуçалăхĕнче системăлла çитĕнÿсем çĕнсе илес тесен кашни регионăн çывăх вăхăтра 2024 çулчченхи тапхăра тăсăлакан шайлашуллă программа ĕçлесе хатĕрлесе йышăнмалла, — тенĕ Владимир Путин. — Çакă çул-йĕр строителĕсене чылай малалла ĕçне планлама, маларах строительство материалĕ туянса хума, специалистсене явăçтарма, çĕнĕ техника илме май парĕ.

Владимир Путин хăйĕн докладĕнче çул-йĕр ĕçĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессипе, инновациллĕ решенисене пурнăçа кĕртме валли административлă чăрмавсене чакарассипе, трассăсене çутатассипе, йывăр çăклă машинăсем çÿрессине йĕркелессипе, çул-йĕр çинчи инкеклĕ ĕçсене асăрхаттарас тĕлĕшпе йышăнакан мерăсен эффективлăхĕпе çыхăннă темăсене çĕкленĕ.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: