Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Июнӗн 2019, 11:30

Сусăрлă ачаллă çемьесем валли ипотекăна субсидилемелли программа ĕçлесе хатĕрлеççĕ

РФ Финанс министерстви сусăрлă ачаллă çемьесем валли ипотека кредичĕн ставкине субсидилемелли программа ĕçлесе хатĕрлет.

Çакăн çинчен «Çурт-йĕр тата хула тавралăхĕ» наци проекчĕ темăпа иртнĕ РФ Строительство министерствин коллегин ларăвĕнче пĕлтернĕ Финанс министерствин финанс политикин департаменчĕн референчĕ Анна Волкова пĕлтернĕ ТАСС.

Волкован сăмахĕсем тăрăх ипотека ставкине мĕнпур граждансем валли субсидилемелле мар. Ипотека — рынок механизмĕ пулнине, федераллă бюджетри укçа-тенкĕ кăна ипотека пуриншĕн те вăй тайăн пулас чăрмава татса параймасть, тесе хушнă вăл.

Çавăн пекех Волкова ипотека хаклă хучĕсен рынокĕн аталанăвне тимленĕ.

«Ипотека» федераллă проект «Çурт-йĕр тата хула тавралăхĕ» наци проекчĕн йышне кĕрет, ăна 2024 çул вĕçлениччен пурнăçа кĕртмелле. Тĕп кăтартусенчен пĕри ипотекăн çулталăкри вăтам ставки 7,9 процент шайне çитересси, çавăнпа пĕрле 2024 çулччен пĕрремĕшле рынокра çурт-йĕр туянма панă кредитсен шучĕ 1,13 миллионпа танлашмалла.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: