Çакăн çинчен республикăн вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов пĕлтернĕ.
«Эпир вăрмана çĕнетсе ямалли лаптăксене пысăклатма шутлатпăр. 2018 çулхи 12,5 пин гектар кăтарту çумне тата тепĕр 3 пин гектар хушса 2024 çул тĕлне 15,5 гектар таран çитерме планлатпăр», — тенĕ вăл.
Унăн сăмахĕсем тăрăх тĕллев йывăçсен вăрлăхне пуçтармалли калăпăша тата вăрман питомникĕсенче хунавсене ÿстермелли калăпăша пысăклатнинче тăрать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх регионта 790 гектар пĕтĕмĕшле лаптăк çинче 105 питомник ĕçлет. Вĕсем хунавпа республикăна кăна мар, кÿршĕ регионсене те тивĕçтереççĕ.
«Çĕнĕ технологисемпе усă курмалли ыйту тăрăх та ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, хупă тымар системиллĕ хунавпа усă курассине. Хальхи вăхăтра çак хунав валли оборудовани тăратакансемпе ĕçлетпĕр», — пĕлтернĕ Шарафутдинов.