Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Июлӗн 2019, 11:23

ОНКОЛОГИНЕ МАЛТАНХИ ТАПХĂРТА ТУПСА ПАЛĂРТНĂШĂН – ПРЕМИ

Июлĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанра врачсене хавхалантарасси çинчен Правительство постановленийĕ вăя кĕрет.

Программа условийĕсемпе, пациентăн хăрушă шыçă пуррине вăхăтра асăрханă тата ăна вăхăтра тĕрĕсленме янă амбулатори-поликлиника сыпăкĕнчи медработниксем çавăншăн 5748 тенкĕ илĕç.


Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни тĕп фактор пулса тăрать. Онколог рака пĕрремĕш е иккĕмĕш стадинче тупса палăртнине çирĕплетсе памалла.


Проект пуçаруçисен шучĕпе, хавхалантару пулсан, врачсем теветкеллĕх ушкăнĕнчи пациентсене тимлĕрех тĕрĕслĕç. Çакă чир шала каяссине асăрхаттарĕ, хăрушă шыçă пулнипе вилеслĕхе кемĕтĕ.


Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров регионти Финанс министерствине хавхалантаракан тĕллевсем валли укçа-тенкĕ тупма хушнă. Укçа-тенкĕ тупнă.


Çак мерăна „Сывлăх сыхлавĕ” наци проектне реализацилессине тĕллеттернĕ, унта „Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси” программа пур.



Читайте нас: