«Пушкăртстанри вăрман пушарĕсене асăрхаттаракан тата сÿнтерекен центрта 8 пушарпа хими станцийĕ. Çулталăк пуçламăше тĕлне вĕсен техника тивĕçтерĕвĕ 83 процентпа танлашатчĕ. 2024 çул тĕлне вăрман пушарĕсене сÿнтерме валли техникăпа, инвентарьпе, оборудованипе тивĕçтерессине 100 процента çитеретпĕр», — тенĕ министр.