Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Июлӗн 2019, 11:32

ПУШКĂРТСТАНĂН 25 ПРЕДПРИЯТИЙĔ ХАЛĂХА ĔÇПЕ ТИВĔÇТЕРМЕ ПУЛĂШАКАН НАЦПРОЕКТА ХУТШĂННĂ

Çулталăк вĕçĕччен республикăн 50 предприятине наци проектне пурнăçа кĕртессине явăçтарма планланă.

Наци проектне хутшăннисен шутĕнче — промышленность, ял хуçалăх, строительство индустрин предприятийĕсем тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанăн Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-службинче.

Наци проекчĕн 25-мĕш участникĕ «Красный пролетарий» предприяти пулса тăнă. Вăл нефть промыселĕн сериллĕ оборудованине, çавăн пекех промышленноçăн тĕрлĕ облаçĕсем валли стандартлă мар оборудовани кăларать.

Наци проектне хутшăннă йĕркепе предприятин производство процесĕсене оптимизацилекен проектсене пурнăçа кĕртнĕ чух экспертсен ĕç тухăçне ÿстермелли сферăра методологи пулăшăвĕпе усă курма май пулать. «Перекетлĕ производство» инструментсене ĕçе кĕртнĕ хыççăн предприяти Промышленность аталанăвĕн фончĕн çăмăллăхлă займ евĕр финанс пулăшăвне (пилĕк çула 1 процентпа 50 млн. тенкĕрен пуçласа 300 млн. тенкĕ таранччен) илме право пулать.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: