Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Июлӗн 2019, 11:27

Пушкăртстанра сĕт кухнисен сетьне йĕркелеççĕ

Пушкăртстанра сĕт кухнисен пĕрлехи сетьне йĕркелĕç.

Çакăн çинчен республикăн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров кашни эрнере ирттерекен оперативлă канашлура пĕлтеренĕ Патшалăх коммерци суту-илĕвĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Гусев.

Июлĕн 1- мĕшĕнчен Стерлитамакра сĕт фабрика-кухни уçăлнă. Халĕ Стерлитамак, Мелеуз, Ишимбай районĕсенчи, Стерлитамакпа Салават хуласенчи ачасем сĕт, тăпăрчă тата кефир илеççĕ. Çакăн валли районсенче продукци паракан çичĕ точка уçнă. Сĕт-çу продукцине Кумертаупа Аургазă районне те турттарма планлаççĕ, мĕншĕн тесен предприятин хăвачĕ продукцине кăлармалли калăпăша ÿстерме пултараять.

Декабрĕн 31-мĕшĕччен çакна евĕр производствăсем Октябрьски, Сибай, Нефтекамск, Белорецк хулисенче уçма планлаççĕ. Вĕсене хута ярсан 15,5 пин ытла ачана сĕт-çу продукципе тивĕçтерĕç. Çакă çакна евĕр продукци тÿлевсĕр илме право пур ултă уйăхран пуçласа виçĕ çулчченхи ÿсĕмри ачасен пĕтĕмĕшле шучĕн 69,2 проценчĕ.

«Тĕрĕссипе каласан, эпир Совет Союзĕ вăхăтĕнче пулнă тахçанхи ырă сĕт кухнисене тавăратпăр. Урăхла каласан пирĕн пĕчĕк ачасен сывлăхне тĕреклетессипе ĕçлетпĕр», — палăртнă Радий Хабиров.

Суйласа илнĕ продукци салатакан пунктра продукци заказ туса пулакан сайт пур. Килĕшÿ тусан ачан даннăйĕсене пĕрлехи даннăйсен базине кĕртеççĕ, уникаллĕ номер параççĕ, ун тăрăх ашшĕ-амăше сĕт продукцине илеет.

Сĕт кухнин продукцине укçан та илсе пулнине палăртса хăвармалла, çывăх вăхăтра продукцине суту-илĕвĕн пысăк сечĕсене те тăратма планланă.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: