Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Июлӗн 2019, 11:22

Пушкăртстанра 2024 çулччен 20 модельлĕ библиотека тума планлаççĕ

Пушкăртстанра 2024 çулччен 20 модельлĕ библиотека тума планлаççĕ. Вĕсенче дискусси клубĕсем, кружоксем йĕркелĕç.

«Культура» нацпроект тăрăх Пушкăртстанра 2024 çулччен 20 модельлĕ библиотека тăвĕç. Модернизациленĕ учрежденисем хăвăртлăхлă интернетпа усă курма пултарĕç тата тĕрлĕ кружоксен ĕçĕсем валли лаптăксем пулса тăрĕç, тесе пĕлтернĕ республикăн Культура министерствин пресс-службинче.

Модельлĕ библиотекăсем тивĕçтерĕвĕн пахалăхне ÿстерме тĕлленĕ, вĕсенче дискусси клубĕсемпе кружокĕсен ĕç-хĕлне йĕркелĕç. Çак лаптăксем çинче культурăпа çутĕç тата вĕрентÿ мероприятийĕсем куллен ирттерме планлаççĕ, çавăнпа пĕрле библиотека пушă вăхăта интеллектуаллă ирттерме май паракан учреждени пулса тăмалла тенĕ министерствăра.

«Культура» нацпроекта «Раççей Федерацин 2024 çулчченхи тапхăрти наци тĕллевĕсем тата аталанăвĕн стратегиллĕ задачисем çинчен» президент указне пурнăçа кĕртме валли ĕçлесе хатĕрленĕ. Наци проекчĕ виçĕ пайран тарать: «Культурăллă тавралăх», «Пултаруллă çынсем», «Цифрăллă культура». 2019-2024 çулсенче проектăн мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме валли 113,5 млрд. тенкĕ (федераллă бюджетран — 109,7 млрд. тенкĕ, РФ субъекчĕсен бюджетĕнчен — 3,8 млрд. тенкĕ) уйăрма планланă. Ытларах укçа-тенкĕ — 84 млрд. тенкĕ — «Культурăлла тавралăх» проект валли пăхса хăварнă.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыбашкортостан
Читайте нас: