Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Июлӗн 2019, 15:05

ПУШКĂРТСТАН САКĂР ÇŸП-ÇĂП ВЫРĂННЕ ХУПМА ФЕДЕРАЛЛĂ УКÇА-ТЕНКĔ ИЛЕТ

«Экологи» наци проекчĕн йĕркипе Пушкăртстан темиçе хулан территоринчи сакăр çÿп-çап вырăнне пĕтерме федераллă укçа-тенкĕ илет.

Республика 2 процент софинансировани илет. Çакăн çинчен республикăн çутçанталăкпа усă курмалли тата экологи министрĕн çумĕ Елена Щекина пĕлтернĕ.

«Экологи» наци проекчĕн «Таса çĕршыв» проекчĕ тăрăх 2024 çулччен хулари 24 çÿп-çап вырăнне хупассине пăхса хăварнă. Вĕсенчен саккăрăшĕ суйлав иртнĕ тата федераллă программăна кĕртнĕ, ĕçсен 98 процентне РФ бюджетĕнчен саплаштарĕç», — каласа пана вăл.

Çак списока Салават, Благовещенск, Стерлитамак, Ишимбай, Давлеканово, Баймак, Сибай тата Кумертау хуласенчи çÿп-çап вырăнĕсем кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне проекта хатĕрлеме валли регион бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă, документа çирĕплетсен федераллă финансировани явăçтарма пулать, — хушнă вăл. — Ытти 16 çÿп-çап вырăнне муниципалитетсен шучĕпе хупмалла, вĕсем пысăках мар, çавăнпа вĕсене пĕтерме эпир федераллă финансировани илеймерĕмĕр. Вĕсенчен 11-шĕ Уфара, тепĕр 5-шĕ — Нефтекамскра», — пĕлтернĕ Щекина.

«Экологи» наци проектне кĕреççĕ: «Таса çĕршыв», «Йăлари хытă каяшсемпе тыткаланмалли комплекслă система», «1-2 хăрушлăх класĕллĕ каяшсемпе тыткаланмалли инфраструктура», «Таса сывлăш», «Таса шыв», «Атăла сыватасси», «Уникаллĕ юханшывсене сыхласа хăварасси», «Байкал кÿлле сыхласа хăварасси», «Биологи тĕрлĕлĕхне сыхласа хăварасси тата экологи туризмне аталантарасси», «Вăрмансене сыхласа хăварасси», «Чи лайăх технологисене пурнăçа кĕртни». Раççей Федерацинче наци проектне пурнăçа кĕртме валли 4 трлн. 41 млрд. тенкĕ тăкаклама планланă (федераллă бюджетран — 701,2 млрд. тенкĕ, РФ субъекчĕсен бюджетĕнчен — 133,8 млрд. тенкĕ, бюджет мар çăлкуçсенчен — 3 трлн. 206,1 млрд. тенкĕ).

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыбашкортостан
Читайте нас: