Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
9 Июлӗн 2019, 11:54

Пушкăртстан влаçĕсем нацпроект пулăшнипе спортпа туслисен шучĕ 55 процента çитессе кĕтеççĕ

Хальхи вăхăтра çак кăтарту 20 процентпа танлашать.

Пушкăртстан влаçĕсем «Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртнипе 2024 çул тĕлне ÿт-пÿ культурине тата спорта куллен хутшăннисен шутне 55 процента çитерме планлаççĕ. Хальхи вăхăтра çак паллă 20 процент шайĕнче тăрать, пĕлтернĕ регионти Спорт тата çамрăксен политикин министерствин пресс-службинче.

«Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» регион проекчĕн йĕркипе 2024 çулта Пушкăртстанра пурăнакансен 55 проценчĕ системăлла никĕспе ÿт-пÿ культурипе тата спортпа киленĕ. 2019 çулта республикăн хулисемпе районĕсенче пĕчĕк спорт площадкисем йĕркелĕç, хоккей курупкисене модернизацилĕç, çулталăк хушшинче халăха спорта явăçтарна кăтарту 20,2 процентран 35,2 процента çитмелле», — тенĕ пĕлтерÿре.

Кунсăр пуçне, профиллĕ спорт шкулĕсен футбол анисен искусственнăй сийне çĕнетме тата наци стандарчĕсемпе килĕшсе тăракан спорт оборудованийĕ туянма планланă. 2024 çул тĕлне ачасемпе çамрăксен 92 проценчĕ куллен спорта хутшăнмалла, хушса хунă ведомствăра. 2019 çулта проекта 320 млн. тенке яхăн тăкакламалла, вĕсенчен 124 млн. тенкĕ регион бюджечĕ уйăрса парать.

2019—2024 çулсене шутласа хунă «Демографи» наци проекчĕ йышне пилĕк федераллă проект кĕрет: «Ача çуралнă çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшни», «Хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтересси», «Аслă ăру», «Обществăлла сывлăха çирĕплетесси», «Спорт — пурнăç норми». Çывăх вăхăтри ултă çула пĕтĕмĕшле бюджет 3,1 трлн. тенкĕпе танлашать. Нацпроектăн кураторĕ — РФ вице-премьерĕ Татьяна Голикова, проектăн ертÿçи — Ĕç министерствин пуçлăхĕ Максим Топилин.


Читайте нас: