Пушкăртстан Республикин Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ — правительствăн вице-премьерĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Борис Беляев оперативлă канашлура муниципалитетсен резервĕнче тата 54 кил карти тăнине пĕлтернĕ. Ĕçсен хакĕн 94 процентне Пушкăртстан бюджечĕ саплаштарать, 5 процентне — муниципалитетсем, 1 процентне — кил картинче пурăнакан çынсем. Кил картисенче хăрушлăхсăрлă резина сийлĕ ача-пăча лаптăкĕ тумалла, чуччу, контейнер лаптăкĕ ретлемелле, симĕслетмелле, парковка вырăнĕсем, тулаш хунар çутти, скамьесем, çÿп-çăп савăчĕсем, видеосăнав, асфальт пулмалла.
«229 кил картийĕнче ĕçсене пуçланă, кил карти территорийĕсен 82 процентне подряд организацийĕсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун çынсенчен ÿпкевсем килеççĕ: подрядчик объекта килнĕ, хатĕрленĕ тата урăх объекта тухса кайнă. Район пуçлăхĕсене ĕçсене майлаштарма ыйтатпăр. Хăш-пĕр муниципалитетсенче программăна путлантарма та пултараççĕ», — палăртнă Борис Беляев.
Пушкăртстан пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров муниципалитетсен пуçлăхĕсем кил картине тирпей-илем кĕртессине хăйсен контрольне илмелле тенĕ. Кил картине пăхса тăракан çынна çирĕплетмелле.
«Кашни муниципалитет пуçлăхĕ территори тăрăх утса тухмалла, хăш кил карти ытларах юхăнăçа тухнине палăртмалла. Вăхăт пирки каласан, хăш-пĕр муниципалитетсем ĕлкĕрейменнине ăнланатăп. Кашни саманта пăхса тухатпăр. Вăхăтра ĕлкĕрейменнисем çинчен пире пĕлтерĕр, эпир вĕсене кунта чĕнтерсе намăслантарăпăр», — тенĕ Радий Хабиров.
Республика пуçлăхĕ прогрăммана тепĕр çул та çакăн чухлех укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине палăртса хăварнă.