Рейтинг 4-мĕш хут иртет. Мероприятине пĕтĕм Раççейри 350 санаторипе SPA-отельсен представителĕсем пухăннă. Рейтинга тунă чух Раççей Федерацин 1700 санаторине хакланă, Пушкăртстанри санаторисем пурте топ-100 кĕнĕ. Конкурсăн жюри решенийĕ тăрăх «Янган-Тау» санаторин уйрăм тивĕçĕсемшĕн «Курорт еткерлĕхне сыхласа хăварассине ĕлĕш хывнăшăн» ятарлă преми пуçарса янă тата палăртнă. «Бизнес эффективлăхĕпе малта пыракан сывлăх çурчĕсен топ-10» рейтингра «Янган-Тау» иккĕмĕш вырăн йышăннă, «Танып» санатори — пиллĕкмĕш, «Якты-Куль» — тăххăрмĕш.