Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Июлӗн 2019, 11:29

2021 çулччен Пушкăртстанăн мĕнпур социаллă объекчĕсен интернета кĕме май пулĕ

Вĕрентÿ тата медицина, полици уйрăмĕсем, пушар чаçĕсем, çар комиссариачĕсем, суйлав комиссийĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем интернета кĕме май илĕç.

«Раççей Федерацин цифрăллă экономики» наци проекчĕ тăрăх Пушкăртстанăн мĕнпур социаллă объекчĕсем интернета кĕме май илĕç. 2021 çулччен вĕрентÿ, полици уйрăмĕсен тата власть органĕсен 2700 учрежденине пĕтĕм тĕнчери сетьпе çыхăнтарĕç, пĕлтернĕ республикăн Патшалăх комитечĕн информатизаци пресс-службинче.

Вĕрентÿ тата медицина, полици уйрăмĕсем, пушар чаçĕсем, çар комиссариачĕсем, суйлав комиссийĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем интернета кĕме май илĕç. Интернет хăвăртлăхĕ çыхăнтару тĕсне кура 10—100 Мбитс/ç диапозонра пулать. Ĕçсене ирттерекен оператора аукцион пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх палăртĕç. «Аукциона 2019 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче ирттерме планланă. Контрактăн малтанхи максималлă хакĕ 2,5 млрд. тенке яхăн», — хушнă пресс-службăра.

2024 çулчченхи «РФ цифрăллă экономики» наци программи 2018 çулхи май уйăхĕнчи президент указне пурнăçлама валли ĕçлесе хатĕрленĕ 12 проектсенчен пĕри пулса тăрать. Вал ултă федераллă проектран тăрать: цифрăллă тавралăха нормăпа килĕшсе йĕркелени, информаци инфраструктури, цифрăллă экономика валли кадрсем, информаци хăрушсăрлăхĕ, цифрăллă технологисем тата цифрăллă патшалăх управленийĕ. Çывăх вăхăтри ултă çулта нацпроектăн пĕтĕмĕшле финансировани калăпăшĕ 1.5 трлн. ытла тенкĕпе танлашать.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: