Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Июлӗн 2019, 11:54

Пушкăртстанри 133 шкулта «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçлама валли никĕс хывĕç

Пушкăртстанри 133 шкулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕн йĕркипе тĕп тата хушма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăсене пурнăçа кĕртме валли пурлăхпа техника никĕсне йĕркелеççĕ.

Çакăн çинчен республика правительствин пресс-служби пĕлтерет.

Ял тăрăхĕсенче тата пĕчĕк хуласенче вырнаçнă 133 шкулта 60 пин ачана явăçтаракан цифрăллă тата гуманитари профиллĕ тĕп тата хушма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăсем валли пурлăхпа техника никĕсне йĕркелеççĕ. 63 шкулта вĕрентÿ тавралăхĕн тĕллевлĕ модельне хута кĕртĕç.

Ялсенчи 46 шкулта ÿт-пÿ культурипе тата спортпа хутшăнма валли условисем тăвĕç. Вĕрентÿ ĕç-хĕлне илсе пыракан 12 организацинче пурлăхпа техника никĕсне («Ку чухнехи шкул») çĕнетĕç.

Çавăн пекех Пушкăртстан Республикин хушма пĕлĕвĕн регионти модель центрне тата çамрăксемпе ачасен пултарулăхне тупса палăртмалли, пулăшмалли тата аталантармалли регион центрне тума планланă.


#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыбашкортостан

#регпроектыбашкортостан
Читайте нас: